Муркаш районĕ йĕркеленни 78 çул тултарнине халалласа, Мăн Хураçкари вулавăшра «Наш любимый, край родной- Пирӗн юратнӑ, тӑван ен» краеведени кӗнеке-информаци выставки уҫӑлнӑ

 Муркаш районĕ йĕркеленни 78 çул тултарнине халалласа, Мăн Хураçкари вулавăшра «Наш любимый, край родной- Пирӗн юратнӑ, тӑван ен» краеведени кӗнеке-информаци выставки уҫӑлнӑ

Шупашкарта е аякра: «Ăçтан эсĕ Вара,- тесен, кăмăлласах ответлетпĕр,- Муркаш енчисем эпир». Капла Муркаш ялĕнчисем кăна мар, пĕтĕм районĕпех калаççĕ.

1944 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Муркаш районне туса хунă. Çапла, кăçал район 78 çул çул тултарнине халаласа, нарăс уйăхĕн 8- мӗшӗнче, Мăн Хураçкари вулавăшра «Наш любимый, край родной- Пирӗн юратнӑ, тӑван ен» краеведени кӗнеке-информаци выставки уҫӑлнӑ. Выставка икĕ пайран тăрать.

«Юратнă Муркаш ен!» ятлă пай Муркаш районĕн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарать.

Иккĕмĕш пай-  «Муркаш тăрăхĕнчи паллă çынсем». Унта пирĕн Муркаш район тăрăхĕнчи паллă çынсен пурнăçĕпе паллаштаракан литература вырнаçнă. Паллă çынсем хушшинче: Николай Васильевич Никольский- чăвашсен чи пирвайхи профессорĕ, «Хыпар» хаçата пуçараканĕ; Леонид Павлович Сергеев- чăвашсен паллă чĕлхеçи, профессор; Андрей Степанович Львов ученăй; Спиридон Михайлович Михайлов (Янтуш) чăвашсен малтанхи писателĕ, этнографĕ, ăсчахĕ; тата ыттисем те.

Хисеплĕ вулакансем! Пирĕн выставкăна нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен килсе курма пултаратăр. Эпир сире яланах хапăл туса кĕтсе илетпĕр.



08 февраля 2022
14:06
Поделиться