Шетмĕпуç ял библиотекинче шкул çулне çитмен ачасем чăвашла мультфильмсем курса савăнчĕç

 Шетмĕпуç ял библиотекинче шкул çулне çитмен ачасем чăвашла мультфильмсем курса савăнчĕç

 Тăван чĕлхе кашни халăхăн пысăк пуянлăхĕ. Вăл атте-анне чĕлхи. Чĕлхемĕр пирĕн çепĕç те пуян. Ахальтен мар И. Я. Яковлев çапла каланă: "Чăвашсен çак тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл - чĕлхе, юрă, тĕрĕ". Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине вырăна хурса хаклать.

   Паян Шетмĕпуç ял библиотекинче хăнара шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсене ял библиотекин ертӳçи чăвашла мультфильмсем кăтартса савăнтарчĕ. Ачасем «Ик-ик упа тус» мульфильмăн «Музей», «Çыхăну» тата «Вăйăра» серийĕсемпе паллашрĕç, сӳтсе яврĕç.

   Ку мультфильмсене пăхма чăнах та кăмăллă. Чи кирли вара – ачасем килĕштерчĕç, чăвашла мультфильмсене юратсах пăхрĕç. Шăпăрлансем ытти кăларăмсене хаваспах курма хатĕррине, чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕç. Мĕн пĕчĕкрен ачасем çакăн пек илемлĕ мульфильмсене курса çитĕнни вĕсене тăван чĕлхепе калаçма пулăшасса, ăна юратма вĕрентессе шанас килет.

  Ĕмĕрлĕхе упрар тăван чĕлхемĕре! Унран çепĕçреххи, илемлĕреххи, пуянраххи, янăравлăраххи урăх ниçта та тупаймăн.



14 апреля 2022
16:03
Поделиться