Оринин ял вулавӑшӗ хӑйӗн вулаканӗсене И.Я. Яковлева халалланӑ «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятлӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ.

Оринин ял вулавӑшӗ хӑйӗн вулаканӗсене И.Я. Яковлева халалланӑ «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятлӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ.

Фоторепортаж

Иван Яковлевич Яковлев, чӑваш халӑхӗн чаплӑ ҫутлӑхҫи, чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӱҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература хаклавҫи, хаҫат тата журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ. Çавӑн пекех вӑл ют чӗлхерен чӑваш чӗлхине нумай кӗнеке куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ҫыруллӑх ӑстаҫи кӑна мар, тата чӑваш литературин ашшӗ теме юрать. Иван Яковлевич питӗ ырӑ, тӗрӗс, сапайлӑ ҫын пулнӑ.

 Асли те кӗçӗнни те унӑн кӗнекисене вулама юратаҫҫӗ. И.Я. Яковлев ҫырнӑ илемлӗ хайлавӗсем мӗн пӗчӗкрен ачасене ашшӗ-амӑшне, ваттисене хисеплеме, юратма, тимлӗх уйӑрма вӗрентеҫҫӗ.

Оринин ял вулавӑшӗ хӑйӗн вулаканӗсене И.Я. Яковлева халалланӑ «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятлӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ.  Кунта кашниех Аслă Вĕрентекенĕмĕрӗн кун-çулӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллашма пултарчӗç.  Орининти кӗçӗн класра вӗренекенсем И.Я.Яковлевӑн хайлавӗсене аван пӗлнипе палӑрчӗç. Палӑртса хӑвармалла, куравра Чамӑш ялӗнче пурӑнакан В.Т.Вершкова пухса хатӗрленӗ материалсемпе те усӑ курнӑ.



22 апреля 2022
09:55
Поделиться