Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» информаци сехечĕ Катькас ял библиотекинче иртрĕ
_x3kp0xh4.jpg)
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăваççĕ. Символсем шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Чăваш Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышаннă, 2004-мĕш çултан вара çак куна палăртма пуçланă. Символсем патшалăх суверинитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.
Çак куна халалласа Катькас ял библиотекинче кĕçĕн çулхи вулакансемпе информаци сехечĕ иртрĕ. Анжелика Угарова библиотекарь ачасене Чăваш Республикин хальхи вăхăтри Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ялавпа герб çинчи паллăсем тата вĕсен тĕсĕсем – сарăпа йăмăх хĕрлĕ – мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ. Гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕсем Илле Семенович Тукташпа Герман Степанович Лебедев пулнине те палăртса хăварчĕ. Республика гимнне ура çине тăрса итлерĕмĕр. Çавăн пекех Чăваш автономийĕ вăхăтĕнче ялавпа герб еплерех пулнине те Анжелика Васильевна ачасене кăтартрĕ, кĕнекесемпе паллаштарчĕ.
Юлашкинчен мĕн курни-пĕлнине çирĕплетме «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсене пĕлетер-и?»ятпа викторина та иртрĕ. Ачасем тимлĕ пулни, тĕрĕс хуравсем пани савăнтарчĕ. Информаци сехечĕ вулакансемшĕн усăллă пулчĕ.