Катькас ял библиотекинче «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ

Катькас ял библиотекинче «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ

Фоторенпортаж

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр, Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлева асăнса çулсеренех эпир ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

Катькас ял библиотекинче кĕçĕн çулхи вулакансемпе «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.

Мероприяти пуçламăшĕнче Анжелика Угарова библиотекарь чăваш чĕлхи уявĕн историне каласа пачĕ, тăван чĕлхе пуян та чи илемли пулнине палăртса хăварчĕ. И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн Улăпла тунă ĕçĕсем пирки те ачасене аса илтерчĕ.

И. Яковлевран илемлĕ литература чĕлхи те йĕркеленсе кайнă. Хальхи вăхăтра Чăваш кĕнеке издательстви ачасем валли тăван чĕлхепе пичетлесе кăларнă чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисемпе те паллаштарчĕ.

Вĕренекенсемпе кӗнекесем ҫинчен те калаҫрăмăр. Кӗнеке ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене те,кӗнекесене упрамалли правилăсене те аса илтĕмĕрПоэтсем кĕнекесене мухтаса çырнă сăвăсене те ачасем каласа пачĕç.

Çавăн пекех Иван Яковлевичăн калавĕсене те вуласа сÿтсе яврăмăр. Кӗнеке ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса хӑвартӑмӑр. Анжелика Васильевна ачасене «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхĕн çутлăхçи» кĕнеке куравĕпе те паллаштарчĕ.

Кирек ăçта кайсан та хамăран тăван чĕлхепе калаçма вăтанмалла маррине тесе пĕтĕмлетрĕмĕр.



28 апреля 2022
12:46
Поделиться