Катькас ял библиотекинче «Мухтанатпăр эпир вĕсемпе» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ

Паллă ентешсен çулталăкне халалласа Катькас ял библиотекинче «Мухтанатпăр эпир вĕсемпе» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.
Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă çыннисемпе пуян. Катькас ял тăрăхĕнчен тухнă мухтавлă ентешсем чылай. Вĕсен хушшинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенсем, юрăçсем, ял хуçалăхĕнче ĕçлесе чапа тухнă ертÿçĕсем, механизаторсем, журналистсем, ял хуçалăх наукин кандидачĕсем тата ытти нумай сферăра палăрнă ял çыннисем. Вĕсенчен – Краснов Валериан Семенович, Андреева Алевтина Евстафьевна, Тямина Ольга Васильевна, Ерагин Евгений Евстафьевич, Костин Михаил Кондратьевич, Костин Виталий Васильевич, Краснов Михаил Николаевич, Лебедев Валерий Герасимович, Петров Юрий Андреевич, Петров Кронид Андреевич, Егоров Виталий Лукич, Егоров Ардалион Иванович, Егоров Альберт Константинович, Стекольщикова Ираида Ивановнатата ыттисем те.
Анжелика Угарова мероприятие пухăннисене «Мухтанатпăр эпир вĕсемпе» презентаципе, вĕсем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Кашни пиркиех тĕплĕнрех каласа пачĕ. Мероприятие хутшăнакансем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
Эпир хамăрăн тăван тăрăхран тухнă паллă çынсемпе тивĕçлипех мăнаçланатпăр! Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирĕншĕн, пулас ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче. Чыс та мухтав ентешĕмĕрсене!