Книжная выставка "Чӑваш проза ӑсти" в Сятракасинской сельской библиотеке

Книжная выставка "Чӑваш проза ӑсти" в Сятракасинской сельской библиотеке

Кӑрлач уйӑхӗн 6 - мӗшӗнче пирӗн вулавӑшра ентешӗмӗр - Юрий Скворцов ҫыравҫа халалланӑ "Чӑваш проза ӑсти" кӗнекесен куравӗ йӗркеленӗччӗ. (10.01.1932 -1977) Вулавҫӑсем пурте ку авторпа шкул вӑхӑтӗнче паллашманнине пӗлтерчӗҫ.

Юрий Илларионович Муркаш районӗнчи Хурӑнкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн "Уках хурӑнӗ" кӗнекине пирӗн библиотекӑра аслӑ ӑрури кашни иккӗмӗш ҫын ыйтать. Пурнӑҫра чӑн пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен чуна пырса тивекен хайлавсем ҫырнӑ автор. Эпӗ пӗлнӗ Паня та унӑн "Пушмак йӗрӗ" хайлавӗн геройӗ пулса тӑнӑ. Пӗр хаҫатра пичетленнӗччӗ вӑл. Чӗлхесӗр каччӑн туйӑмӗсене тарӑн та анлӑн уҫса пама ҫӑмӑл мар. Юрий Скворцов вара Панян туйӑмӗсене питӗ ӗненмелле уҫса панӑ. Тӑвансем ӑна Панек тетчӗҫ. Куҫӗҫемпе мӗн калассине ӑнлантаратчӗ.

Кӗске ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пулин те Юрий Скворцов ӗҫӗсем пуян.

"Хӗрлӗ мӑкӑнь", "Пурнӑҫ хумӗ", "Ҫын ӑшши", "Уках хурӑнӗ" кӗнекисенчи геройсем вулакана паянхи кун та тыткӑнлаҫҫӗ.
Кӗнеке вулакан нумай пӗлет, ырӑ пулма вӗренет.



10 января 2023
15:41
Поделиться