Выставка книг "Ева Лисина - потомкам - Ева Лисина - ҫитӗнекен ӑру валли"

Ева Лисина - чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи ҫитес кунсенче 85 ҫулхи ҫавра юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫак кун - утӑ уйӑхӗн 26 - мӗшӗ тӗлне кӗнеке тусӗсем валли вулавӑшра Ева Лисина ҫынӑ кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ. Кунтах автор пурнӑҫӗпе тата унӑн ӗҫӗ - хӗлӗпе паллашма пулать. Ҫӳлӗк ҫинчен вӑл ҫырнӑ кӗнекесене алла илсе вулама аван: "Ҫӑкӑр чӗлли" , "Ҫӗньял ачисем", "Пӑркка мучи калавӗсем" - повӗҫӗсене кӗнеке ҫӳлӗкӗ ҫинче сайра тупаятӑн. Алран алла ҫӳреҫҫӗ ку кӗнекесем. Ача - пӑча валли ҫырнӑ "Лопоухий Илюк" калавсене те ачасем вулама кӑмӑллаҫҫӗ.
Чылай калавсемпе повеҫсене "Суйласа илнисем" ятлӑ кӗнекере тупса вулама ансат.