Катькас ял библиотекинче «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.

Катькас ял библиотекинче «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр, Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлева асăнса çулсеренех эпир ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

Катькас ял библиотекинче «17-мĕш нoмерлĕ «Родничок» ача садне ҫÿрекенсемпе «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ.

Анжелика Угарова библиотекарьпе Надежда Кондукторова «Çăлкуç» ушкăнăн илемлĕх ертÿçи шăпăрлансене чăваш чĕлхи уявĕ çинчен, И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн Улăпла тунă ĕçĕсем пирки каласа пачĕç, чăваш чĕлхи пуян та чи илемли пулнине палăртса хăварчĕç.

И. Яковлевран илемлĕ литература чĕлхи те йĕркеленсе кайнă. Хальхи вăхăтра Чăваш кĕнеке издательстви ачасем валли тăван чĕлхепе нумай кĕнеке пичетлесе кăларать. Анжелика Васильевна ачасене чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем хавспах илемлĕ ÿкерчĕклĕ кĕнекесене уçса пăхрĕç. Иван Яковлевичăн калавĕсене садикре Лариса Андреевна воспитательпе пĕрле вулама илчĕç.

Кирек ăçта кайсан та хамăрăн тăван чĕлхепе калаçма вăтанмалла мар тесе пĕтĕмлетрĕмĕр.

Подробнее



24 апреля 2025
15:56
Поделиться