Ҫатракассинчи ял вулавăшĕнче "Силпи асамачĕ" ятпа кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.

Иккĕмеш уйрăмра К.Иванова аса илсе ҫырнă хайлавсем вырнаҫнă. Чăвашсен паллă классикĕ ҫинчен ҫырнă кĕнекесем паха аса - илÿсемпе пуян.
Тепĕр пайĕнче ачасем валли ҫырнă сăвă кĕнекисем вырнаҫнă. Кунта вĕсем "Сентти", "Килчĕ ырă ҫуркунне" кĕнекесенчи ачасене пăхмасăр калама вĕренне сăвăсемпе савăнтарĕҫ.
Яланхи пекех кĕнеке выставкипе чи малтан ачасем паллашрĕҫ. К.Иванов поэтăмăр ҫырнă сăвăсене сасăпа вуласа та, пăхмасăр каласа та савăнчĕҫ.
Чăвашсен паллă классикне - Константин Васильевич Иванова асра тытни - унăн ячĕ ĕмĕрсем хушши вилĕмсĕр пулнине палăртать.