Кĕнекепе туслă ҫынна нихăҫан та кичем мар
Н.Димитриева капмар ҫуртра пĕчченех пурăнать. Ачисем кану кунĕсенче килсе каяҫҫĕ паллах. Уни - куни ĕҫсене те ватă пĕччен тумасть, ҫапах ытларах вăхăта пĕчченех ирттерет кинемей. Ал ĕҫĕпе ывăнсан кĕнеке алла тытать е тата юрă - кĕвĕ итлесе кăмалне уҫать.
Эпĕ ял вулавĕшĕнче ĕҫлеме пуҫланăранпах тачă ҫыхăну тытатăп Нина Васильевнăпа. Уйрăмăх вăл чăвашла ҫырнă кĕнекесене кăмăлласа вулать. Кĕнекесене вуласа пĕтерсен яланах шăнкăрав ярать.
Ку хутĕнче те Нина Васильевна мана юрă - кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. "Кĕнекесем вуласа пĕтерсен ҫапла юрласа ирттеретĕп вăхăта"- терĕ. Чăнах та, хамăн та кăмăл ҫĕкленчĕ. Тимлесех илсе килнĕ кĕнекесемпе паллаштартăм, вуласа тухнисене каялла илтĕм. Ҫав хушăрах ҫĕнĕ хыпарсемпе ылмашăнтăмăр.
85 ҫула пуснă кинемей хальхи пурнăҫ, юратупа туслăх ҫинчен ҫырнă романсемпе повеҫсене вулама кăмăллать. "Япăххине, нушине ачаллах тÿссе ирттерсе, ырри, лайӑххи ҫинчен вуласан кичем мӗнне манатӑп, пурӑнас килет, " - тет ватӑ ҫын.
Пурăнтарасчĕ, ҫĕнĕрен ҫĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарасчĕ.