"Унӑн юррисенче - халӑх пурнӑҫӗ, унӑн чунӗ" информаци брошюри.

"Унӑн юррисенче - халӑх пурнӑҫӗ, унӑн чунӗ" информаци брошюри.

Паян раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Виталий Анатольевич Романов 65 ҫул тултарчӗ. Виталий Романов ҫинчен Муркашри тӗп библиотека "Унӑн юррисенче - халӑх пурнӑҫӗ, унӑн чунӗ" информаци брошюри кӑларчӗ.

Виталий Анатольевич Романов – композитор, педагог. Вăл Муркаш районĕнчи Шурча ялĕнче 1960-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă.

1976-мĕш çулта Шурчари 8 çул вĕренмелли шкултан, 1978-мĕш çулта Муркашри вăтам пĕлÿ паракан шкултан  вĕренсе тухнă. 1982-мĕш çулта И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика инситучĕн музыка факультетне вĕренсе пĕтерсе "музыка учителĕ" диплома алла илнĕ. 1982-мĕш çултан пуçласа  Виталий Анатольевич пĕр вăхăтрах тĕрлĕ çĕрте: Ярабайкасинчи "Радуга" ача сачĕнче, Сыпайкасси ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта, Ярапайкасинчи культурă çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. 1985-мĕш çултан пуçласа 2022-мӗш çулччен Ярапайкассинчи вăтам пĕлÿ паракан шкулта музыка учителĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Ярапайкассинчи культурă çуртĕнче йĕркеленнĕ хора ертсе пынă. 1998 çулта хор «Халăх» ятне тивĕçсе «Екрем» халăх фольклор ансамблĕ пулса тăнă. 2005 çулта чăваш радиовĕнче 31 чăваш халăх юрринчен тăракан магнитоальбом çырса илнӗ, 2013 çулта Виталий Романов "Екрем юррисемем" юрăсен пуххине хатĕрлесе кăларнă. 2019-мĕш çултанпа паяхи кунччен Виталий Анатольевич  Оринино салинчи «Орин ен» ветерансен хорĕн ертÿçи. 

Виталий Анатольевич 300 ытла юрăсен авторĕ. Вӗсенчен нумайĕшне хăйĕн сăввисемпе кĕвĕленĕ. Пичетлесе кăларнă кĕнекесем: Юрату утравĕ. Юрăсен пуххи (2006 ç.); Екрем юррисем. Юрăсен пуххи (2010 ç.); Ĕмĕт хунавĕ. Юрăсен пуххи. (2015 ç.)

Романов Виталий Анатольевич Чăваш Республикинчи обществелла организацисен ĕçне активлă хутшăнать. Вăл Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ (2000 ç.); Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членĕ (2011 ç.); Чаваш Республикин писательсен союзĕн членĕ (2017 ç.).

2025 ҫулта Виталий Романов «Культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» ята тивӗҫрӗ. Виталий Анатольевич хӑйне компетентлӑ, тӗрӗс, тӑрӑшуллӑ ертӳҫӗ, ӑста хуҫалӑхҫӑ, лайӑх йӗркелӳҫӗ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн чирлекен пултарулӑх ҫынни тесе жюрисем палӑртнӑ. Вӑл чӑваш халӑх юррисене пухассипе ӗҫлет. Виталий Анатольевич 5 юрӑ пуххи кӑларнӑ. Унӑн юррисене Чӑваш эстрада артисчӗсем шӑрантараҫҫӗ, хӑйсен репертуарне чӑваш енӗн илемлӗ пултарулӑх коллективӗсене кӗртеҫҫӗ.

Виталий Романов ертсе пынипе "Екрем" НФӐПА "Орин ен" НХВ пӗтӗм раҫҫейри, Республикӑри тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсене, пултарулӑх коллективӗсен районти смотрӗсене пӗрре мар ҫӗнтернӗ.

 



24 декабря 2025
09:39
Поделиться