Иван Дмитриевич Никитин (Юркки Иванӗ) ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ

Иван Дмитриевич Никитин (Юркки Иванӗ) ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ

📅Паян июнӗн 17-мӗшӗнче Иван Дмитриевич Никитин (Юркки Иванӗ) ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1881 ҫулта пирӗн Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗнче ҫуралнӑ. 

✍Шӑматри пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Хусанти тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. Кайран Хусан университетӗнче пӗлу пухма тытӑннӑ. Ҫемьери лару-тӑрӑва кура ӑна вӗренсе пӗтереймен. 

Священник пулнӑ, Чӑваш АССР Кӗнеке палатинче классификатор пулса, воспитательте, преподавательте ӗҫленӗ. 1932 - 1945 ҫулсенче Шупашкар типографийӗнче корректорта тӑрӑшнӑ. Кайран Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наукӑпа тёпчев институчӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑх наукисен институчӗ) архивӗнче вӑй хунӑ. 

✍Чӑваш халӑхӗн историиӗпе культурин тӗпчев ӗҫӗсен авторӗ. Хӑйӗн статйисене Юркки Иванӗ псевдонимпа "Хыпар", "Канаш" хаҫатсенче, "Атӑл юрри", "Илемлӗ литература", "Шурӑмпуҫ", "Хатӗр пул", "Сунтал", "Тӑван Атӑл" журналсенче пичетлесе кӑларнӑ. 

✍Иван Дмитриевич паллӑ синолог-ученӑй, Китай тӗпчев ӗҫӗсене пуҫарса яраканӗ. Н.Я. Бичурин пирки чӑваш пичетӗнче пӗрремӗш хут пичетлесе кӑларнӑ. 



17 июня 2026
09:41
Поделиться